ЧĂВАШ ТĔНЧИ 22.05.2020

Комсомольскинчи «Каçал» халăх фольклор ушканĕн ертỹçи Владимир Павлов вырăнти ĕлĕкхи юрă-кĕвве тĕпчет, пуçтарать. Вĕсемпе куракансене паллаштарать. Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри фестивальсен лауреачĕ Роза Степанова «Сăрнай» фольклор ушкăнне хутшăнни хăйĕншĕн халăх юррисене юрлама вĕренмелли пысăк шкул пулнине палăртать.