Чăваш тĕнчи 20.07.2018

Шупашкарта пурăнакан Станислав Отрыванов таврапĕлỹçĕ çак кунсенче 70 çул тултарчĕ. Вăл чăваш халăх историйĕпе, йăх-несĕлсен, ял-хула пурнăçĕпе çыхăннă кĕнекесем чылай пичетлесе кăларчĕ. «Хăйсен çĕрĕ çинче ют çынсем» икĕ томлă ĕçе вулакансем пысăк хак пачĕç. Иртнĕ çулта «Тăрна ташши» роман кун çути курчĕ. Халĕ вара чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕпе кун-çулĕ пирки кĕнеке хатĕрпе пĕрех.