Чăваш тĕнчи 20.01.2017

Пирĕн халăх ĕлĕкрен юрă-кĕвĕпе çывăх пулнă. Ахальтен мар пулĕ, «чăваш савăннă чухне те, хурланнă чухне те юрлать» теççĕ.
Паянхи пирĕн кăларăм хăни вара ачаранах купăспа выляма юратнă. Максим Кочетков Патăръел районĕнчи Кĕçĕн Чемень ялĕнче нумай ачаллă çемйере çуралса ỹснĕ. «Вăрçă ачи» теççĕ вăл вăхăтри çынсене халĕ.