ЧĂВАШ ТĔНЧИ 19.07.2019

Казахстанра Алма-Ата хулинче «Аслă çеçенхирте куçса çỹрекенсен тĕнчи» пĕтĕм халăхсем хушшинчи этнофестиваль иртнĕ. Унта Тутарстанри чăвашсен «Аталан» пĕрлешĕвĕ те хутшăннă. Артем Носков ертỹçĕ çавăн пек уявсене хутшăнни чăваш культурине тĕнчере анлăрах сарма май панине асăнать.