ЧĂВАШ ТĔНЧИ 19.06.2020

Йĕпреçре пурăнакан Мария Николаева мăшăрĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Эдуард Сергеевич активлă ялкор, алă ăсти, платникĕ те, столярĕ те хăйех пулнă. Капмар та хăтлă çурт çĕкленĕ вĕсем. Шăрттан ялĕнче шкул директорĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах сăвăсем çырнă. Унăн пултарулăхĕ пирки стена çинчи йышлă грамотăсемпе Хисеп хучĕсем хăйсемех уççăн калаççĕ.