Чăваш тĕнчи 19.01.2018

Çĕрпỹ районĕнчи Йĕкĕрварти культура çуртне темиçе çул хĕллехи вăхăтра хутса ăшăтмаççĕ. Концерт курма пыракансем вара алсишпа, тăлăппа лараççĕ. Урасенче çăматă. Çакнашкал лару-тăру халăх культурине ỹстерместех тесе шутлать халăх.