Чăваш тĕнчи 18.05.2018

Чăвашсен паллă поэчĕ тата прозаикĕ, куçаруçă Валентин Урташ çырнă сăвăсемпе композиторсем çĕр ытла юрă кĕвĕленĕ. Халăх юратса юрлать вĕсене: «Ĕç геройĕсен юрри», «Шуршăлти йăмра», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Укăлча умĕнче», «Калаймарăм».
Паянхи кăларăмра Шупашкарта пурăнакан Альбина Никифорова ашшĕпе туслă пулнă Валентин Урташа курнине, вăл юрланине аса илет.