Чăваш тĕнчи 16.11.2018

Пултаруллă тележурналист Марина Карягина палиндром меслечĕпе çырнă произведенисен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи конкурсра çĕнтернĕ. Ăна кашни çулах Тамбов хулинчи Пушкин ячĕллĕ библиотека тата Халăхсем хушшинчи Зауми академи ирттереççĕ. Шăпах çак хулара палиндром меслечĕн классикĕ Николай Ладыгин художник тата поэт ĕçлесе пурăннă.
Марина Карягина поэт тата драматург, журналист тата прозаик шăпах çак меслетпе вырăсла çыракан авторсем хушшинче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.