ЧĂВАШ ТĔНЧИ 16.10.2020

Кăçалхи декабрь уйăхĕнче Анатолий Афанасьев чăваш поэчĕ çуралнăранпа 100 çул çитет. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралса ỹснĕ. Тăван Çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕленĕ. Унтан аманса та сусăрланса таврăннă. Калининăри педагогика училищинче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Çутĕç тытăмĕнче 40 çул ытла тăрăшнă. Сывлăх хавшаса вырăнпа выртнă чухне те сăвăсем çырма пăрахман.