Чăваш тĕнчи 16.04.2021

Çĕршывра хăрушă чир сарăлнине пула иртнĕ çул пултарулăх ушкăнĕсем те халăх патне тухса çỹреймерĕç. Халĕ майĕпен пулин те пурнăç юсанса пырать. Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленнĕ «Тарават» ушкăн та тепĕр хут репетицисем пуçланă. Чăваш, вырăс тата ытти халăхсен юррисене шăрантараççĕ вĕсем.