Чăваш тĕнчи 16.02.2018
ПрограммыПаянхи кăларăм хăни - Михаил Иванов юрăç. Малтанласа вăл юрăç пулма ĕмĕмтленмен, шăпи вара ăна ăста педагогсем патне илсе çитернĕ. Вĕсем вара сасăпа мĕнле пĕлсе усă курмаллине, сцена çинчи культурăна вĕрентнĕ. Халĕ Михаил кашни юрăри сăнара халăх патне илсе çитерме тăрăшать. Паллах, ун пек тума малтан юрăçăн хăйĕн çав юрра ăша хывса чун витĕр кăлармалла, вара тин халăх чĕри патне çитĕ.