Чăваш тĕнчи 14.10.2016

Чăваш наци библиотекинче «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелне уçнăранпа 4 çул иртнĕ. Çак тапхăрта вăл чăн-чăн культура вучахĕ, музыкăпа поэзи тата ỹнер тĕнчине юратакансене пĕрлештерсе тăраканĕ пулса тăнă. Унăн ертỹçи Вера Архипова каланă тăрăх, чăваш халăх культурипе интересленекенсем кунта тулли пурнăçпа пурăнаççĕ.