Чăваш тĕнчи 14.05.2021

Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Владимир Люкин таврапĕлỹçĕ «Пăла хĕрринче» историллĕ очерксен кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта вăл тăван ял, унти вырăнсен историне аван çутатнă. Автор хăйĕн пурнăç кун-çулĕ витĕр çав тапхăрти вăхăта сăнласа кăтартать.