Чăваш тĕнчи 12.10.2018
ПрограммыПаян эпир сирĕнпе чăваш халăхĕн йăли - ниме пирки калаçăпăр. Ниме вăл пысăк та пĕччен тума çук ĕçсене пурнăçлама тỹлевсĕрех пулăшни. Пỹрт-çурт çавăрнă чухне е тырпул пуçтарса кĕртме, вăрман касма тăвансене тата ялйыша чĕннĕ. Кил хуçи е тăванĕ ир-ирех нимене чĕнме тухса кайнă. Тахçан ĕлĕк-авал юрласа чĕннĕ. Ниме юррине илтсенех çынсем пулăшма васканă.