ЧĂВАШ ТĔНЧИ 12.03.2021
ПрограммыÇĕршывра хăрушă чир сарăлнине пула иртнĕ çул пултарулăх ушкăнĕсем те халăх патне тухса çỹреймерĕç. Халĕ майĕпен пулин те пурнăç юсанса пырать. Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленнĕ «Тарават» ушкăн та тепĕр хут репетицисем пуçланă. Чăваш, вырăс тата ытти халăхсен юррисене шăрантараççĕ вĕсем. Тата тепĕр ырă ене те асăнчĕç ансамбле хутшăнакансем: пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçса чуна уçни мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме май парать.