ЧĂВАШ ТĔНЧИ 11.09.2020

Паянхи кăларăм хăни пирĕн мирлĕ пурнăçри лăпкăлăха сыхлакан Георгий Фадеев. Вăл пушар хуралĕн службинче тăрăшнă. Унта «Çулăм» ансамбль йĕркеленĕ. Пилĕкçĕр ытла концерт кăтартнă вĕсем ку таранччен. Паллах, юрă-кĕвĕ пуçланиччен халăхпа пушартан сыхланмалли йĕрке пирки калаçнă, ăнлантарнă.