ЧĂВАШ ТĔНЧИ 08.01.2021

Паян эпир сирĕнпе пултаруллă çамрăкпа паллашăпăр. Вăл поэт, журналист, спорт маçтăрĕ, общество ĕçне хастар хутшăнакан Мальвина Петрова. Палăртнă тĕллев патне çирĕппĕн утма кирлине палăртать вăл. Хăй çавнашкал тăвать те.