Чăваш тĕнчи 07.10.2016

Радио итлекенсем тата телекуравçăсем, чăваш телерадиокомпанире паян тăрăшакансемпе ветерансем Шупашкарти оперăпа балет театрне уява пуçтарăнчĕç. Чăваш радио 90 çул, телевидени — 55 тата хула каналĕ 20 çул тултарнине паллă туса пĕрле савăнчĕç.
Эпĕ вара уява пуçтарăннисенчен радио вĕсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ыйтса пĕлтĕм.