Чăваш тĕнчи 05.05.2017

Чăваш наци библиотекинче Валери Тургайăн тепĕр пысăк сумлă ĕçне хакларĕç. Чăваш халăх поэчĕ Китай поэзийĕн икĕ классикĕн Ли Бо тата Ду Фу чăвашла куçарнă сăввисен «Ылтăн чечек» пуххине пичетлесе кăларнă. Чăваш халăхĕн аваллăхĕ Китайпа тỹрремĕнех çыхăннăран, икĕ çĕршыв туслăхĕ юлашки вăхăтра ытларах та ытларах çирĕпленнĕрен çак кĕнекен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.