Чăваш тĕнчи 03.11.2017

Чăваш халăхĕн пурнăçĕнче юрă питĕ пысăк вырăн йышăннă, çавăн пекех юлать те. Ĕлĕкрен пирĕн асаттепе асаннесем савăнăçлă самантсенче юрланă, хуйхă-суйхăра та чуна унпах лăпланатарнă, ĕçре те яланах юнашар пынă вăл. Шупашкарта пурăнакан Раиса Такмакова та юрăран нихăçан та уйрăлман. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнă вĕсем тесе шутлать вăл.