Чăваш тĕнчи 01.06.2018

Паянхи кăларăмра Комсомольски районĕнчи Турханта пурăнакан Марионелла Тимофеева — литературăри пек каласан Мария Каçалсем — пултарулăхĕпе паллашăпăр.
Марионелла Николаевна Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, ача сачĕн ертỹçи пулса тăрăшнă. Обществăлла ĕçре активлă. Кĕнеке вулакансемпе час-часх тĕл пулать, хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарать. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн ачасем валли çырнă сăвăсен кĕнекисем пичетленсе тухнă.