Чӑваш тӗнчи 13.06.25

Чӑваш радио передачисем янӑрама пуҫланӑранпа килес ҫул пӗр ӗмӗр ҫитет Ҫав тапхёрта мӗн тӗрлӗ кӑна передача янӑраман пулӗ Чӑваш радио хумӗсем ҫинче. Кашни килте кӗтнӗ хӑна вӑл. Ҫавна шута илсе, радиоитлекенсен кун-ҫулӗпе паллашса пултаруллӑ та ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан ҫынсем пирки каласа парасшӑн эпир. Паллах, радио вӗсен пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑннине, мӗнлерех передачӑсем кӑмӑлланине те пӗлес килет. Тен, сӗнӳсем те пулӗҫ. Паян вара Регина Антонова хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет.