Актуальное интервью 01.11.2023

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак уйăхра СССР халăх артистчĕ Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн пĕрремĕш форумĕ тата Халăхсем хушшинчи наци театрĕсен «Чĕкеç» ятлă пĕрремĕш фестивалĕ çинчен театр директорĕпе Елена Николаевапа калаçнине 6 сехет те 27 минутра пуçланакан «Уçă калаçу» кăларăмра итлĕр.