ирия Хафизова ачаранах тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче акушер-гинеколог специальнӑҫне алла илнӗ. Вӗренсе пӗтӗрсенех тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Яланах ялта пурӑнма ӗмӗтленнӗ, хулара юлас шухӑш пулман та, тет 3 ача амӑшӗ.
2022-мӗш ҫулта Патӑрьел больницинче ача ҫуратмалли уйрӑма хупнӑ. Унтанпа Фирия Хафизова поликлиника ертӳҫинче тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне Канашри медицина центрӗнче акушер-гинекологра ӗҫлет. "Земство тухтӑрӗ" программӑн ҫӑмӑллӑхӗпе усӑ курас текенсен суйласа илнӗ сиплев учрежденийӗпе 5 ҫуллӑха килӗшӳ алӑ пусмалла. Чулпан Багманова стоматолог та хӑй вӑхӑтӗнче ҫак майпа больницӑна вырнаҫнӑ. Халӗ 13 ҫул ӗнтӗ кунта тӑрӑшать вӑл.
Гульнара Ишмуратова пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ. Район больницинче онкологра, Шӑнкӑртамри врач амбулаторийӗнче ертуҫӗре тӑрӑшать. Гульнара Небиулловна хӑйӗн ӗҫӗпе питӗ кӑмӑллӑ. Пӳлӗм хӑтлӑ, хальхи йышши хатӗрсем пур, тет. Пациентсем те ун пирки ыррине кӑна калаҫҫӗ. 3 тухтӑр та юлташлӑ. Вӗсем пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ, пӗр общежитире пурӑннӑ. Виҫҫӗшӗ те алла диплом илсен яла таврӑннӑ. Халӗ те ӗҫре пӗр-пӗрне сӗнӳ-канашпа пулӑшсах тӑраҫҫӗ. "Земство тухтӑрӗ" программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа Патӑрьел больницине 66 ҫамрӑк специалист килнӗ. 5 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн 28-шӗ тухса кайнӑ. Ыттисем вара паянхи кун та тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр 6 ҫамрӑк врача йышӑннӑ, кӑҫал тата 3 специалиста кӗтеҫҫӗ.
Ҫапла, кадр ыйтӑвне татса парас тесе Патӑрьелте тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Патшалӑх кӳрекен пулӑшупа анлӑ усӑ кураҫҫӗ.
Диана Иванова, Михаил Солин