Халӗ сивӗре те ӑшӑ пуласса шанаҫҫӗ кунта. Фельдшер виҫӗ ялта пурӑнакансен сывлӑхне тимлесе тӑрать. Пурӗ 400 яхӑн ҫын. Ҫӗнӗ ФАПа уҫма сумлӑ хӑнасем ҫитрӗҫ, ял халӑхӗ те чылай пухӑнчӗ. Вырӑнти артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Ял ҫыннисем ыйтнине пурнӑҫлама тӑватӑ ытла миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Фельдшерпа акушер пунктне наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ.
Вероника Павлова