Республикӑра хӑмла туса илессинче хальхи технологисене аталантараҫҫӗ

2035 ҫул тӗлне Чӑваш Енре 2 пин гектар ҫинче хӑмла ҫитӗнтерме тӗллев лартнӑ. Плантацисене пысӑклатнипе пӗрлех республика "симӗс ылтӑна" ҫитӗнтермешкӗн мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтерме хатӗр: калчаран пуҫласа техникӑпа технологисем таранах. Ку енӗпе Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче хӑмла туса илессипе ӗҫлекен центрӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. 

Хӑмла тӗпчемелли ятарлӑ лаборатори кунта пӗлтӗр уҫӑлнӑ. Ӑна пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме патшалӑх 45 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Компетенци центрӗ "симӗс ылтӑна" туса илессипе тарӑннӑн ӗҫлет. Ӑсчахсем таса сортсем тупас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Лайӑх тухӑҫ илме ҫӑмӑл мар. Лабораторинче хальхи йышши хатӗрсем пулӑшнипе хӑмлана ДНК-а таран тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫапла майпа паха та таса ӳсен-тӑрана суйласа илме май пур. Ку таранччен пирӗн республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпе те ҫакнашкал технологисем пулман. Унсӑр пуҫне хӑмлана чир-чӗртен тишкереҫҫӗ. Хатӗрсем пӗр молекулӑра та пулсан фитопатологи тупса палӑртсан тӳрех асӑрхаттараҫҫӗ. Лаборатори ертӳҫи Елена Турбина кунти ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарать. Кашни уйрӑмӑн хӑйӗн тӗллевӗ - пӗринче ӳсен-тӑрана тӗрӗслемешкӗн патогенлӑ организмсем валли ятарлӑ шӗвек хатӗрлеҫҫӗ, тепринче - чирлӗ пробӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗнче - генетика анализаторӗ сорт тасӑлӑхне тӗпчет. Лартмалли материала "сыватмалли" уйрӑм вырӑн та пур. Лабораторире инвитро технологипе усӑ кураҫҫӗ - ӳсен-тӑран клонне пробиркӑра ӳстерме вӗренсе ҫитнӗ. Ҫапла майпа "сыватнӑ" хӑмлан пӗрремӗш партине питомникре лартса хӑварнӑ. 

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, таса сортсем 20-25 процент таран тухӑҫ ытларах параҫҫӗ. Сӑра туса кӑларакан ҫӗршыври паллӑ компани чӑваш хӑмлине ҫитӗнтерессипе, унтан продукци туса илессипе тачӑ ӗҫлет. Отрасле аталантармашкӑн республика тӗрев кӳме хатӗр. Вӑл шутра ҫак культурӑна лартса ӳстерекенсен тата тирпейлекенсен тӑкакӗсене саплаштарма пултараҫҫӗ. 

 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров, Димитрий Макаров