Пысӑк тухӑҫа хӑйсен вӑйӗпех тирпейлеҫҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Хорошавин хуҫалӑхӗнче тырӑ типӗтмелли комплекс хута кайнӑ.

Тырӑ комплексне ака уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Тепӗр 5 уйӑхран вӑл ӗҫлесе те кайнӑ. Хуҫалӑх ертӳҫи Андрей Хорошавин палӑртнӑ тӑрӑх, строительсем графике ҫирӗп пӑхӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫавӑн йышши комплексем тӑвакансен тӑкакӗсене 30 процент тавӑрасси ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ. Ҫав укҫапа хуҫалӑхра Джон Дир комбайн туянма пултарнӑ. Тырӑ комплексӗнче 4 ҫын тӑрӑшать. Ӗҫе пӗтӗмпех автоматизациленӗ. Унччен ҫав ӗҫех 3 сменӑпа тунӑ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов