Палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫитнӗ

Муркаш тӑрӑхӗнче агропромышленность комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта ял хуҫалӑхӗнчи 2023-мӗш ҫулти кӑтартусене пӗтӗмлетрӗҫ, тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ.

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, программӑри тӗллевсем агропромышленноҫе тата ялсен пур енлӗн аталанӑвне пырса тивеҫҫӗ. Тӗпрен илсен мӗн палӑртни патне ҫитме май килнӗ. Паллах, ҫӗнӗрен пӑхса тухмаллисем те, ытлашшипех пурнӑҫланисем те пур. Ҫакна аш-какай, сӗт-ҫу туса илнӗ кӑтартусемпе те ҫирӗплетме пулать. 2020-мӗшӗнче 4 ҫулта 19 миллиард тенке ҫитме палӑртнӑ пулсан ҫакна 7 процент ытларах та тултарнӑ. Кайӑк-кӗшӗк какайӗ туса илессипе ытларах ӗҫлемелле. Тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ ӳстерессипе вара палӑртничен самай иртме май килнӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи кӑтартусем пирки уйрӑммӑн каларӗ министр. 100 гектар лаптӑк ҫинче ҫӗрулми, хӑмла туса илессипе Чӑваш Ен пӗрремӗш, сӗт-ҫу тирпейлессипе - 2-мӗш, тӗш-тырӑ тухӑҫлӑхӗпе 3-мӗш вырӑнта. Унсӑр пуҫне кӳршӗсен кӑтартӑвӗсене шута илес пулсан пирӗн регион элита вӑрлӑх акса хӑваракан лаптӑк калӑпӑшӗпе малта пырать. Сергей Артамонов ларӑва килнӗ хуҫалӑх ертӳҫисене, фермерсене пушӑ выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлеме сӗнчӗ. Ку енӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтартаканнисенчен пӗри Куславкка тӑрӑхӗнчи "Родина" хуҫалӑх.

Сӑмах май, ку ял хуҫалӑх предприятийӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗпе те туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Техника паркне ҫӗнетессине - уйрӑм тимлӗх. Хуҫалӑхри машин-трактортан чи асли те 2017-мӗш ҫулта туса кӑларни. Регион ертӳҫи хӑйӗн сӑмахӗнче халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программа ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗкленнӗ культура ҫурчӗсем валли оборудовани туянма, сӑмахран, хушма миллион тенкӗ укҫа уйӑраҫҫӗ.

Ларура ҫывхаракан, ҫӗр ӗҫченӗшӗн уйрӑмах хӗрӳ тапхӑр пирки те калаҫрӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе пӗр пысӑк йышпа пухӑннӑ май ял хуҫалӑхра пысӑк ҫитӗнусем тунӑ ӗҫченсене чысларӗҫ.


Алиса Александрова, Димитрий Макаров