чувашский выпуск

Ун чухне кӗлӗ туса тасатнӑ шыва кӗрсе тухасси йӑлара. Ҫакна валли Чӑваш Енри ял-хулара ваксем касма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Вӗсем хӑтлӑ тата хӑрушсӑр пулмалла.

Ял хуҫалӑх министерстви ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Ку хутӗнче ушкӑн тӗп хулари уйрӑм ҫуртсем вырнаҫнӑ урамсене тӗрӗслерӗ.

Ҫил ҫеккунтра 17 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ, ҫулсене юр хӳсе лартнӑ, пӑрлантарнӑ. Ҫакӑн пек ҫанталӑкра ҫуран ҫӳрекенсен те, водительсен те питӗ тимлӗ пулмаллине асӑрхаттараҫҫӗ инспекторсем.

Элӗк районӗнчи Алексей Зорин хӑй тӗллӗн техника ӑсталать. Каччӑ ҫирӗм икӗ ҫулта ҫеҫ-ха. Апла пулин те вӑл виҫӗ машин пуҫтарма ӗлкӗрнӗ.

Ӑна Савватий митрополит пехилӗпе йӗркеленӗ. Раштав уявӗ хыҫҫӑн чуна ҫемҫетекен илемлӗ ӗҫсен ҫӗнтерӳҫисене Шупашкарта чысларӗҫ.

Тӑрук сивӗтсе пӑрахнӑран хӑшпӗр йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ: транспорт чарӑнса ларнӑ, кӗҫӗн классенче вӗренекенсем шкула кайман.

Ку вӑл ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем валли йӗркеленӗ онлайн лавкка.

Пысӑк ӗҫ палӑртса хурсан ҫивӗч ыйтӑвӗсем те ҫине-ҫинех тупӑнса пыраҫҫӗ. Кӑҫал "Мускав-Чулхула-Хусан" пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ Мӑ-12 ҫулӑн Чӑваш Ен урлӑ иртекен лаптӑкне сарма пуҫласшӑн.

Валерий Яковлев режиссер тата Юрий Матросов ӳнерҫӗ Чӑваш академи драма театрӗ 90 ҫул тултарсан музей тума шутланӑ. Пушӑ кӗтес тупса ӑна йӗркене кӗртнӗ те экспонатсем вырнаҫтарнӑ.

"Хыпар" хаҫат тухма пуҫланӑранпа 115 ҫул ҫитет.

Иртнӗ ҫул федераци хыснинчен ҫак тӗллевпе пурӗ 26 миллиард та 800 миллион тенкӗ ытла усӑ курнӑ. Ҫав шутра 8 миллиард ытларах мелиораци тӗлӗшпе тимлекен хуҫалӑхсене тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре те ҫӗр ӗҫченӗсем шӑваракан лаптӑксене пӗчӗккӗн ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Хӗлле пуҫланнӑранпа республикӑри клиника больницине 7 ҫын тӑм илнипе пулӑшу ыйтса пынӑ.

Вӗсем - Элӗкри Иван Яковлев ячӗпе хисепленекен тата Пӑрачкаври вӑтам шкулсем. Сӑваплӑ ӗҫе ҫак районсенчен тухнӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене, Севастополе хӳтӗленӗ Совет Союзӗн Геройне Мирон Ефимова тата Михаил Бочкарев контр-адмирала халалланӑ.

Чӑваш Республикин композиторсен союзӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа юбилей концерчӗ ирттерсе видеона youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. Ҫапла кашни кӑмӑл тӑвакан ҫӗнӗ хайлавсене пӑхма, паянхи композиторсен ӗҫне хаклама пултарать.

Ҫынсем ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ытларах усӑ курма пуҫлаҫҫӗ, хӑш чухне ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерет.

Комсомольски районӗнче салтаксене асӑнса йӑлана кӗнӗ футбол турнирӗ иртрӗ. Ку йӑла каҫалсен 1988-мӗш ҫултанпа пырать.

Ӑна Патшалӑх Думин депутачӗсем иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче йышӑнчӗҫ. Документ мӗнпе паха пулнине республикӑри утарҫӑсем Ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа сӳтсе яврӗҫ.

Чӑвашла хаваспах юрӑсем шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, Хӗл Мучипе тата Юр пикипе чӑрӑш тавра ташларӗҫ

Ҫавна май хальхи технологи, наци проекчӗсем, ҫавӑн пекех чӑвашлӑх темисене ҫутатакан журналистсемпе блогерсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ.

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.

