Фермер шкулне пӗтернисене диплом илнӗ ятпа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ

Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ йӗркеленӗ проектӑн виҫҫӗмӗш вӗренӳ курсӗнче 32 ҫын пӗлӳ илчӗ. Аграри университетӗнче лекцисем итленӗ, Чӑваш Енри тата ытти регионти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӑсталӑх пухнӑ хыҫҫӑн кашниех бизнес-план хӳтӗлерӗ. 

"Фермер шкулне" Россельхозбанк Аграри университечӗ тата Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Республикӑра ҫӗр ӗҫченӗсене аталанма тивӗҫлӗ майсем туса панине, тӗрлӗ грантсем, субсидисем пӑхса хӑварнине палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Диплом алла илнӗ хастарсем умӗнче ҫул уҫӑ. Фермер шкулӗ малашне те ӗҫлӗ. Ҫитес курссенче агротуризм тата кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес енӗпе те вӗренӗве йӗркелес тӗллевлӗ. 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов