Ӗне-вӑкӑр чӗрнине касассипе тупӑшу

Раҫҫей шайӗнчи ҫакнашкал чемпионат пӗрремӗш хут Чӑваш Енре иртрӗ. Унта ҫӗршыври чи лайӑх выльӑх-чӗрлӗх ортопечӗсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ тӑрӑхран - Ростовран пуҫласа Амур облаҫӗ таранах килнӗ. 

Ӗне сӗчӗ чӗлхи ҫинче кӑна мар, чӗрне вӗҫӗнче те иккен. Ҫакна выльӑх-чӗрлӗх ортопечӗсем кулленхи ӗҫре ҫирӗплетеҫҫӗ. Раҫҫейри 50-а яхӑн специалист ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Илемшӗн мар, выльӑх сывлӑхне лайӑхлӑтма, сӑвӑма ӳстермешкӗн ӗне чӗрнине тирпейлесе тӑмалла. Ҫапла майпа аманас е чир-чӗр ертес хӑрушлӑха сирме пулать. 

Вылӑх чӗрнине мӗн хулӑнӑш хӑварни, епле тасатса кӑларни, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнни - ӑмӑртакансен ӑсталӑхне тӗрлӗ енчен хаклаҫҫӗ. Ӗне чӗрнине касмашкӑн майне пӗлмелле - ҫак вӑрттӑнлӑха кунран кун ӗҫленипе кӑна алла илейместӗн, нумай вӗренмелле, тет чемпионатӑн тӗп тӳри Беларуҫрен килнӗ Василий Руколь. Вӑл - Витебскри ветеринари медицинин патшалӑх академийӗн профессорӗ. Паян выльӑх чӗрнине касакан лайӑх специалистсем ҫитменнине палӑртать. Чӑваш Енре, сӑмахран, ӗне шутне илсен пӗр бригадӑн пин те 500 выльӑха тирпейлесе тӑмалла. Муркаш тӑрӑхӗнчи Суворов ячӗллӗ хуҫалӑхра ӗҫлекен Андрей Блинов та ҫакнах палӑртать. Фермӑшӑн яваплӑскер, 2 ҫул каялла ӗне чӗрнине те хӑйех касма пуҫланӑ. Ку ӗҫе интернетра курса вӗреннӗ. 

Ӑмӑрту 2 тапхӑрпа иртрӗ. Малтан ортопедсен ӗне чӗрнине 1 минутра тирпейлемелле пулчӗ. Ку ӗҫе пуринчен лайӑх туса кӑтартнӑ 3 специалист финала тухрӗ. Тепӗр тапхӑрта конкурс хӑнӑхтарӑвӗ тата йывӑрланчӗ - ӗне чӗрни тӑрӑх чир-чӗре палӑртмалла, ҫавна шута илсе тасатса тирпейлемелле. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Ленинград облаҫӗнчи Алексей Сальников тивӗҫрӗ. 2 ҫул ытларах вӑл выльӑх ортопечӗ пулса ӗҫлет. Ҫак хушӑра 3 чемпионатра ӑна ҫитекенни пулман. 

Пирӗн республика сӗт туса илессипе лайӑх ӗҫлет, палӑртаҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Пысӑк хуҫалӑхсемпе фермерсем кӑна мар, ял-йыш та мӑйракаллӑ шултра выльӑх нумай усрать - 200 пин ҫын паянхи кун кил-картишӗнче ӗне тытать. Эппин, выльӑх тухтӑрӗсем, ҫав шутра ортопедсем те кирлӗ. Професси ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлнипе пӗрлех, тупӑшу чӑваш тараватлӑхӗпе, халӑх юрри-ташшипе те ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ хӑнасен асӑнче юлма тивӗҫ.

 

Ирина Николаева, Виктор Степанов, Андрей Шоклев