Ҫӗрпӳ районӗнче йӑлана кӗнӗ «Уй кунӗ» курав уҫӑлчӗ

Раҫҫейри 18 регионти тата Беларуҫ республикинчи 60 компани хутшӑнать унта. Куравра ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе яваҫҫӗ, хире мӗнле техника кӑлармаллине, мӗн акмаллине палӑртаҫҫӗ. 

«Уй кунӗ» - ҫӗр ӗҫченӗсене пӗрле пухӑнма, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма май туса паракан лапам. Апат-ҫимӗҫ фончӗ курава кашни ҫулах хутшӑнать. Унӑн экспозицийӗ умӗнче ҫын яланах йышлӑ. Хӑй кӑларакан продукципе паллаштарнисӗр пуҫне, хӑнасем валли тулӑх сӗтел те хатӗрлет. Шӑмӑршӑ районӗнчи Угаринсем Апат-ҫимӗҫ фончӗпе 20 ҫул ытла килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Димитрий Макаров, Святослав Петров