Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Арапуҫӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма хатӗрленеҫҫӗ

Строительсем ӗҫе вӗҫленӗпе пӗрех, ҫурта шалтан тата тулаш енчен тирпейлесси ҫеҫ юлнӑ. Паян-ыран хатӗрсемпе сӗтел-пукан вырнаҫтарасшӑн.

Ҫӗнӗ медицина пунктне Кӗҫӗн Арапуҫӗнче уйӑх ҫурӑ каялла тума пуҫланӑ. Ку таранччен фельдшер ял ҫыннисене клуб ҫуртӗнче йышӑннӑ. Ҫуркунне ӑна тӗпрен юсама пуҫласан, медпункта шкула куҫарма тивнӗ. Медицина пулӑшӑвӗ кӳме тивӗҫтермен пӳлӗмре ҫынсен сывлӑхне пӑхса тӑма кансӗр пулнине пытармасть фельдшер. Ҫавна май ҫӗнӗ ҫурта куҫасса кунта куҫ пек кӗтеҫҫӗ. 

 


Ирина Николаева, Вадим Владимиров