чувашский выпуск

Халӗ коронавируспа ҫыхӑннӑ ыйту кашниннех пур. Ку чирӗн паллисем мӗнле? Тухтӑра киле мӗнле чӗнмелле? Прививка ӑҫта тума пулать тата ытти те? Ҫавна май Чӑваш Енре пӗрлехи "122" номер ӗҫлеме пуҫланӑ. Унти операторсем талӑкӗпех шӑнкӑравсене йышӑнаҫҫӗ.

Тӑван республика ӳнерӗнче унӑн хайлавӗсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Юратнӑ кӗвӗсен авторне саламлама Пукане театрне музыкӑна кӑмӑллакансем, искусствӑпа культурӑра тӑрӑшакансем, ӗҫтешӗсем пухӑнчӗҫ.

Наци библиотеки сумлӑ юбилейне ҫитӗнӳсемпе тата пысӑк тӗллевсемпе кӗтсе илет.

Юсаса илемлетнӗ ҫурт малтанхинчен ҫӳллӗрех - 6 хутлӑ. Халӗ кунта 320 студент пурӑнма пултарать.

Вӗсене ҫӗршыври тӗп санитари тухтӑрӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май 18-мӗш шкулта ҫӗнӗ блюдӑсемпе паллаштарчӗҫ.

Чӑваш Енри фитнес-аэробика ушкӑнӗсем Шупашкарти маунтинбайк центрне пухӑнчӗҫ. Унта ҫак спорт енӗпе республика чемпионачӗпе первенстви иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем регион чысне Атӑл тӑрӑхӗнчи тупӑшура хӳтӗлӗҫ.

"Тӗп роль-и е массовкӑри курӑну - кашниех чун витӗр тухса куракан асӗнче нумайлӑха юлтӑр", - тет Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ Любовь Федорова. Юратнӑ кураканӗсене, тус-юлташне, ӗҫтешӗсене вӑл 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ пултарулӑх каҫне йыхравларӗ.

"Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗп хулари 39-мӗш шкулта "Манӑн хула" ҫӗнӗ кӗнеке пахаларӗҫ. Унӑн авторӗсем - истори ӑслӑлӑхӗн докторӗсем Владимир Данилов, Антонина Данилова тата Татьяна Иванова.

Сергей Селивестрова сума суса ял-йыш кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, Мускавран тата ытти хуларан хӑнасем пухӑннӑ.

Чӑваш Ен ку енӗпе ҫӗршыври малта пыракан 3 регион йышне кӗнӗ. Ҫавах та, юлашки вӑхӑтра ӗҫ кӑтартӑвӗсем чакма пуҫлани куҫкӗрет.

"Студентсен десанчӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса ҫамрӑксем йӗрке хуралҫисен ҫӑмӑл мар профессийӗ пирки нумай пӗлчӗҫ.

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Вӑл вӑхӑта ас тӑвакансен йышӗ чакса пынине шута илсе пирӗн телерадиокомпани ветерансен асаилӗвӗсене ҫырса хӑварас тӗллевпе пысӑк ӗҫ тӑвать. Ҫак кунсенче эпир Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан Екатерина Никитинапа тӗл пултӑмӑр.

Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса пурӑнмалли майсене камсем лайӑхлатма пултараҫҫӗ, хӑҫанччен черетре тӑмалла, юхӑннӑ ҫуртран куҫарӗҫ-и тата ытти нумай ыйтупа кӑсӑкланчӗҫ республика ҫыннисем тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче.

Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вун икӗ ҫынна сӗрӗм тивнӗ. Вӗсен йышӗнче ултӑ ача. Телее, пурне те ҫӑлса хӑварнӑ. Шел пулин те, чылай чухне инкек пулнишӗн ҫынсем хӑйсем айӑплӑ - газпа тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ.

Чӑваш Енри медицина ӗҫченӗсен 21 автобус. Вӗсем - аякри ялсене те ҫитме пултаракан хальхи йышши медпунктсем. Автобусра ӑшӑ, ҫавӑнпа та ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ҫынсен сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеме пулать.

Правительство Ҫуртӗнче малӗмӗтлӗ те хастар ҫамрӑксене чысларӗҫ.

Ун чухне кӗлӗ туса тасатнӑ шыва кӗрсе тухасси йӑлара. Ҫакна валли Чӑваш Енри ял-хулара ваксем касма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Вӗсем хӑтлӑ тата хӑрушсӑр пулмалла.

Ял хуҫалӑх министерстви ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Ку хутӗнче ушкӑн тӗп хулари уйрӑм ҫуртсем вырнаҫнӑ урамсене тӗрӗслерӗ.

Ҫил ҫеккунтра 17 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ, ҫулсене юр хӳсе лартнӑ, пӑрлантарнӑ. Ҫакӑн пек ҫанталӑкра ҫуран ҫӳрекенсен те, водительсен те питӗ тимлӗ пулмаллине асӑрхаттараҫҫӗ инспекторсем.

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.