"Земство тухтӑрӗ" программӑпа Муркаш больницине вырнаҫнӑ ҫамрӑк врача ӗҫтешӗсем те, пациентсем те хисеплеҫҫӗ

Чӑваш Енре 2012-мӗш ҫулта вӑй илнӗ "Земство тухтӑрӗ" программа ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрет. Муркаш тӑрӑхӗнчи больница, сӑмахран, ҫак хушӑра 46 специалиста ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Паянхи кун унта 22 ҫамрӑк тухтӑр халӑха сиплет. 5 ҫулпа танлашакан килӗшӳ вӑхӑчӗ вӗҫленсен те чылайӑшӗ ӗҫрен кайма васкаманни савӑнтарать муркашсене. 11-шӗ опыт пухма пулӑшнӑ учреждениех юлас тенӗ. Вӗсенчен пӗри - ятарлӑ программӑпа ял тухтӑрӗ пулса тӑнӑ Александр Григорьев травматолог-ортопед та. 

"Атте-анне пурнӑҫне ҫынсен сывлӑхне сыхлассипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑнпа ывӑлӗ мӗнле ҫул суйласси пирки питех иккӗленмен ҫемьере", - тет Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ арҫын. Аллине диплом илнӗ тӗле республикӑра шӑпах ҫамрӑк специалистсене укҫан хавхалантаракан, ҫав хушӑрах професси тӗлӗшӗнчен ӳсме ҫул уҫакан "Земство тухтӑрӗ" программа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку больницӑри 400 медицина ӗҫченӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи 30 пине яхӑн ҫын сывлӑхне тимлет. Александр Николаевич ортопед халӑхпа та, ӗҫтешӗсемпе те тӳрех пӗр чӗлхе тупнӑ. Тен, ҫавӑнпа программа вӑхӑчӗ вӗҫленсен кунтах юласси пирки пач иккӗленмен. Тӗрлӗ сӑлтавпа больницӑна ҫитекенсем тухтӑра ӗҫри ӑсталӑхӗшӗн те, ӑшпиллӗхӗшӗн те хисеплеҫҫӗ.

11 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Александр Григорьев сӗнӳ-канашран пуҫласа пӗлтӗрӗшлӗ сиплевсем таранах ирттернӗ. Пӗрремӗш ҫулхине кинеми хӑйне ҫап-ҫамрӑк тухтӑр операци тӑвассине пӗлсен сехӗрленсе ӳкнине халӗ йӑл кулӑпа аса илет.

Кайран яваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ тухтӑра чылай тав тунӑ ватӑ. Малтан чӑваш чӗлхине питех чухласа кайман хула ачи аслӑ ӑрурисемпе хутшӑнса часах таса калаҫма пуҫланӑ. 

Юсав хыҫҫӑн тухтӑрсен ӗҫлемелли майӗсем татах та лайӑхланнӑ. Ҫутӑ та ӑшӑ пӳлӗмсенче халӑха йышӑнма, ҫӗнӗ ӗҫ хатӗрӗсемпе сывлӑхне тӗрӗслеме самай кӑмӑллӑрах та ҫӑмӑлрах. Александр Николаевич хирург аслӑ шкултан медицина пӗлӗвӗпе тухакансене хӑйсен профессири ҫул-йӗрне, аталанӑвне ҫак программа пулӑшнипе пуҫлама сӗнет. "Ку вӑл ҫамрӑксемшӗн ҫирӗп те шанчӑклӑ пуласлӑх никӗсӗ", - тет тухтӑр. Ӗҫтешӗсем вара Александр Григорьевпа пӗр ушкӑнра тата чылай ҫул ӗҫлессе шанаҫҫӗ. 

Тухтӑр ӗҫӗ - яваплӑ та йывӑр, канӑҫсӑр. Тепӗр чухне талӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫе васкама тивет. Кун пек чухне шӑплӑхра, лӑпкӑлӑхра канни паха. Ҫитес ҫулсенче пурӑнмалли вырӑнне те, ӗҫне те улӑштарма палӑртман Александр Николаевич. Земство тухтӑрӗ Муркашран аякра мар вырнаҫнӑ Кашмашра ҫӗр илсе ҫурт хӑпартнӑ. Халӗ унӑн таврашне йӗркене кӗртессипе тӑрӑшать. Кюнчер йытти хуҫи ӗҫрен килессе кӗтсех тӑрать, унпа выляса ӗҫре ывӑннине ирттерет тухтӑр. Ӑратлӑ овчаркине нимӗҫ хирургне хисеплесе ят панӑ вӑл.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова