Йывӑрлӑха лекнӗ ҫынна мӗнле ҫӑлмаллине кӑтартса пачӗҫ

Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службисен регионсем хушшинчи ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ. Кулленхи ӗҫре тӑтӑшах пациентсене инкекрен хӑтарма тивет пулин те, ҫакнашкал тупӑшусем те кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. 

Инкеклӗ медицинӑпа васкавлӑ пулӑшу службисен ӑсталӑх конкурсӗ 2 ҫулта пӗрре иртет. Кӑҫалхипе ӑна 3-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче тупӑшӑва тӗрлӗ регионти ушкӑнсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем Чӑваш Енрен кӑна мар, Самар, Чулхула, Комипе Тутарстан тӑрӑхӗсенчен килнӗ.

Конкурс 2 куна пырать. Малтан медиксен теори пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ, кайран вӗсен мӗн пултарнине 10 тӗрлӗ тупӑшура кӑтартса памалла. Сӑмахран, "Ралли" - чи кӑсӑклӑ та йывӑр тапхӑр шутланать. Унта водительсем те, ушкӑн та хутшӑнать. Руль умӗнче пыраканӑн бригадӑна чӑрмавсемлӗ ҫулпа авари пулнӑ вырӑна илсе ҫитермелле, фельдшерсен вара аманнӑ ҫынна ҫӑлас ӑсталӑхне кӑтартмалла. Патӑрьелти подстанцире водительте ӗҫлекен Павел Краснов конкурсра ку таранччен хутшӑнман, ӑмӑрту пӑлхануллӑ иртнине пытармарӗ. 

Васкавлӑ медицина пулӑшу службинче чылай ҫул тӑрӑшакансемпе танах, ӗҫе нумай пулмасть вырнаҫнисем те тупӑшрӗҫ. Кулленхи пурнӑҫра пӗрмаях ҫынсене ҫӑлма тивет пулин те, кунта та вӗренмелли пур. Ушкӑнсене ӗҫтешӗсем те хавхалантарма килнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене 4 номинацире палӑртрӗҫ. Тӳресем васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн чи лайӑх бригадине тата водительне, ушкӑн капитанне суйланӑ, ҫавӑн пекех пултарулӑх номерне те хакланӑ. Професси ӑсталӑхӗн ҫакнашкал конкурсӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма тата ӗҫри хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме май параҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Елена Буинцева, Виктор Степанов