Ҫӗнӗ медицина пункчӗн алӑкӗ Услапара уйӑх каялла кӑна уҫӑлнӑ. Район больницине ҫитме 25 ҫухрӑм, ҫавӑнпа та медицина пулӑшӑвӗ илес енчен йывӑртарах. Халӗ вара хӑтлӑ майсем ялтах пур. Медпунктра ӑшӑ, шыв кӗртнӗ. Тухтӑрсем те, ял ҫыннисем те кӑмӑллӑ.
Ҫӗнӗ сиплев учрежденийӗнче процедура кабинечӗ тата йышӑнмалли пӳлӗм пур. Кунта пӗрремӗш пулӑшу кӳреҫҫӗ, тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ, анализсем илеҫҫӗ тата ытти те.
Кӑкшӑм тӑрӑхӗнче пурӑнакансем патне те савӑнӑҫ ҫитнӗ. Кунти ҫӗнӗ ФАПра та уйӑха яхӑн кӑна халӑха йышӑнаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта тӗрлӗ ыйтупа 100 ытла ҫын килнӗ. Пациентсене Светлана Федорова фельдшер йышӑнать. Кунта экг тӑваҫҫӗ, юн пусӑмӗ виҫеҫҫӗ, диспанзеризаци кӑлараҫҫӗ. Телемедицина консультацийӗ те йӗркелеме май пур. Ҫапла ялтан тухмасӑрах районти тата республикӑри поликлиникӑсенчи тухтӑрсемпе канашлама пулать.
Икӗ ҫӗнӗ медпунктра малашне куллен 900 ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ.
Диана Иванова, Виктор Степанов