Шкул ҫулне ҫитмен ачасем, уйрӑмах виҫҫӗ-тӑваттӑ тултарманнисем, тавралӑхпа паллашнӑ май вӗтӗ япаласем ҫӑтма юраманнине, ҫакӑ вӗсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ. Ҫулсерен Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче инкеке лекне 100 яхӑн пӗчӗк пациента пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ачасем ҫӑтса янӑ вӗтӗр-шакӑра ытларах чухне эндоскопи мелӗпе туртса кӑлараҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне операци тума тивет. Тухтӑрсен сӗнӗвӗпе пӗчӗккисене апатланас культурӑна хӑнӑхтармалла - кулса, выляса лармалла мар, васкамасӑр ҫимелле. Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ҫӑтса янӑ тӗрлӗ япаласен экспозицине йӗркеленӗ. Кунта темӗн те пур - тетте пайӗсем, укҫа, шӑмӑ, йӗп, шайба, батарейка тата ытти те. Канфет чӗркенӗ хута ҫӑтнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Алена Артемкина, Вадим Владимиров