Татьяна ят ӑна пурнӑҫра пулӑшса пырать

Паян ҫӗршывра студентсен уявӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Татьяна кунӗ теҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗнче акушер-гинекологра вӑй хуракан Татьяна Лаврентьевана хӑйӗн ячӗ пулас профессине суйласа илме пулӑшнӑ. 

Татьяна Александровнӑн кулленхи ӗҫӗ ача кӗтекен хӗрарӑмсен сывлӑхне тӗрӗслессипе, пепкесене ҫуралма пулӑшассипе ҫыхӑннӑ. Пулас профессине алла илме хӗре Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗ тӗллевлӗн вӗренме яни пулӑшнӑ. Кунта вӑл пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах ӗҫлеме пуҫланӑ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн вара акушер-гинекологра тӑрӑшать. Ку профессипе хӑйӗн пурнӑҫне Татьяна Лаврентьева амӑшӗн аппӑшне кура ҫыхӑнтарма шутланӑ. Вӑл та акушерта вӑй хунӑ, Татьяна ятлӑ. 

Татьяна Лаврентьева пулас профессине тӗрӗс суйласа илни пирки пӗрре те иккӗленмест. "Ӗҫ килӗшет пулсан вӑл ҫӑмӑллӑн пурнӑҫланать, ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем те пулаҫҫех", - тет тухтӑр. Ҫамрӑк ӗҫтеше пӗрле вӑй хуракансем те пулӑшса, хавхалантарса пыраҫҫӗ. Тухтӑра ача амӑшӗ пулма хатӗрленекенсем те хисеплеҫҫӗ. Вӑл кашнинех ӑнланма, пулӑшма тӑрӑшать, пепкесем ҫут тӗнчене чӗрӗ-сывӑ килччӗр тесе вӑй хурать. 

Татьяна Лаврентьева ашшӗпе амӑшне ҫак ятшӑн чунтан тав тӑвать. Вӑл ӑна ҫав тери килӗшнине пӗлтерет. Уява вара яланах паллӑ тума май килмест — ытларах чухне яваплӑ ӗҫре кӗтсе илет.

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова