Светлана Васильева кӑрлач уйӑхӗнче юр нумай ҫунӑ тапхӑрта ҫурт картишӗнче кӗреҫепе ӗҫленӗ. Халиччен сывлӑхне ӳпкелесе курман хӗрарӑм сасартӑк хӑйне япӑххине туйса илнӗ. Чӗри аптратнӑ ӑна. Васкавлӑ пулӑшу кардиодиспансера илсе ҫитерсен тухтӑрсем инфаркт пулнине палӑртса ҫийӗнчех операци тунӑ, чӗрине ҫӑлма тӑрӑшнӑ. Анчах каярах миокард ҫурӑлнӑ, хӗрарӑм тата япӑхланнӑ. Тухтӑрсем Мускаври ӗҫтешӗсемпе телемедицина канашлӑвӗ ирттернӗ. Ҫӗршыв тӗп хулинчи хирургсем пулӑшайманнине, чирли инҫе ҫула чӑтса ирттереймессе каланӑ. Шупашкарти тухтӑрсем шанӑҫ питех пулман пулин те йывӑр операцие хӑйсем тӑвас тенӗ. Ҫулӗсене кура мар Светлана Васильева йывӑр операцие аван чӑтса ирттернӗ.
Халӗ реабилитаци тапхӑрӗ пырать, хӗрарӑман чылай хушӑ сипленмелле пулӗ. Чи пӗлтерӗшли вара - чӗри ҫӗнӗ вӑйпа тапма пуҫлани. Диспансерта палӑртнӑ тӑрӑх, операци ӑнӑҫлӑ иртнине хӗрарӑм лайӑххине шанни те, хирургсен ылтӑн аллисем те, наци проекчӗпе килсе тӑракан ҫӗнӗ оборудовани те витӗм кӳнӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров