Хӑнасем хутшӑннипе наукӑпа практика конференцийӗ тата канашлу иртрӗ. Унта тӗрлӗ регионти 100 ытла специалист пулчӗ. Тухтӑрсем ҫӗршыври туберкулез чирӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва, Раҫҫей фтизиатринчи ҫитӗнӳсене тата ҫак амака сиплемелли ҫӗнӗ мелсене сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Республикин фтизиатрӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе тата чирлекенсен шутне чакарас тӗллевпе мӗн тунипе паллаштарчӗҫ.
Уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене тав хучӗсем парса чысларӗҫ. Пирӗн республикӑра пысӑк опытлӑ фтизиатрсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче ҫемье династийӗсем те пур.
Фтизиатрсем умӗнче тӑракан тӗп тӗллевсенчен пӗри - туберкулез чирне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртса ҫийӗнчех сиплесси. Ҫакна тума пулӑшакан пирвайхи мел - халӑха вӑхӑтра флюорографи тӗрӗслевӗ витӗр кӑларасси.
Форума пухӑннисем Раҫҫейре, ытти ҫӗршывсемпе танлаштарсан, туберкулез чирне чакарас енӗпе кӑтартусем япӑх маррине, ҫапах та ку тӗлӗшпе малалла та тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров