120 тваткал метр лаптӑк йышӑнакан ҫурта малтанхипе танлаштараймӑн. Халӑха медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе ҫак таранччен 3 пӳлӗмлӗ хваттерте йӗркеленӗ. Ҫӗнни, хальхи йышши кулленех аталанакан тӑрӑхра тем пек кирлӗ пулнӑ.
Фельдшерпа акушер пунктӗнче иккӗн ӗҫлеҫҫӗ. Людмила Командирова фельдшер ку тӑрӑхри халӑх сывлӑхӗшӗн чылай ҫул яваплӑ, Алексей Гурин вара - ҫамрӑк специалист. Ҫӗнӗ майсене вӗсем те тулли кӑмӑлпа йышӑннӑ.
"Сывлӑха вӑхӑтра тӗрӗслеттерсе тӑмалли кермен туни лайӑх, анчах унта ҫӳреме сӑлтавӗ сахалрах пултӑрччӗ", - теҫҫӗ уява пухӑннисем. Медицина пунктне тунӑ чухне халӑх ыйтнине, сӗннине те шута илнӗ.
Шупашкар тӑрӑхӗнче халӑха тивӗҫлӗ те вӑхӑтлӑ медицина пулӑшӑвӗ парас тӗллевпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӗр ялта юсав пынӑ хушӑра тепринче ҫӗнни ҫӗклеҫҫӗ.
"Сывлӑхлӑ пуласлӑх" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра ялти медицина пахалӑхне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра кӑна сывлӑх сыхлавӗнче 16 ҫӗнӗ объект тунӑ, 50 ытларахӑшне юсанӑ.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








