Санкцисем хирургсен ӗҫне ура хураймӗҫ

Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑнни тата чикӗ леш енчи компанисем ҫӗршывран тухса кайни экономикӑна пысӑк витӗм кӳнӗ, вӑл шутра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне те. Уйрӑммӑн илсен эмелсем, медицина хатӗрӗсем кӳрсе килесси йывӑрланнӑ. Ҫивӗч ыйтӑва импорта хамӑр тӑрӑхра туса кӑларнисемпе ылмаштарни татса пама пулӑшӗ. Ҫапла, кардиологи диспансерне Раҫҫейри хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. 

Тухтӑрсен бригади кардиохирурги операцине тума хатӗрленет. Вӑл чӗре артерийӗнчи юн тымарӗсен ӗҫне йӗркене кӗртме кирлӗ. Паллах, операци ӑнӑҫлӑ иртни тухтӑрсен ӑсталӑхӗнчен кӑна мар, ҫӗнӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен хатӗрсенчен те нумай килет. 

Сӑмах май, ятарлӑ оптика хатӗрӗсем операци ирттерекен вырӑна 2-3 хут пысӑклатса кӑтартма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ тухтӑрсене самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ҫавӑн пекех сиплев ҫуртне пирӗн ҫӗршывра туса кӑларнӑ ӳпкене сывлаттарма пулӑшакан аппаратсемпе пуянлатнӑ. Вӗсем аорта ҫинче пысӑк технологиллӗ операцисем ирттерме питӗ кирлӗ. "Хӑйӗн пахалӑхӗпе аппарат чикӗ леш енче туса кӑларнисенчен самай лайӑхрах," - теҫҫӗ специалистсем. 

Елена Дмитриева, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров