Фельдшерпа акушер пункчӗ Мӑн Шашкарта унччен те пулнӑ. Ҫапах та йывӑҫ ҫурт тахҫанах кивелсе ҫитнӗ. Унта газ, шыв кӗртесси пирки ӗмӗтленме те пултарайман. Хальхипе танлаштарма та ҫук, теҫҫӗ ял ҫыннисем.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Пуҫтарӑннисем ялшӑн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине палӑртрӗҫ. Чирлисене Елена Морозова фельдшер йышӑнать. Вӑл 37 ҫул ҫакӑнта тӑрӑшать, ҫавӑнпа кашни пациента лайӑх пӗлет.
Ку фельдшерпа акушер пункчӗ ҫумне Мӑн Шашкарсӑр пуҫне Хыркасси тата Чӗпӗлкасси ялӗсене ҫирӗплетнӗ. Пурӗ 300 ҫын. Вӑл шутра 40 ача. Кунне фельдшер патне 7 - 8 ҫын тӗрлӗ ыйтупа пырать. Кашнин валли ӑшӑ сӑмах тупать Елена Геннадьевна.
Ҫӗнӗ йышши компьютер лартса панӑран та ӗҫ ҫӑмӑлланнӑ. Тӗрлӗ рецепт е направлени пичетлеме меллӗ. Кӑсӑклӑрах ыйтусем сиксе тухсан телемедицина мелӗпе усӑ курма пулать. Районти тата республикӑри тухтӑрсемпе кирек хӑш вӑхӑтра ҫыхӑнма май пур.
Муркаш тӑрӑхӗнче паянхи куна 38 фельдшерпа акушер пункчӗ. Халӑха паха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе кунта малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Михаил Солин