Республикӑри пепкесене наци календарӗпе вакцинаци тума пуҫланӑ

Иммунизаци ачасен пурнӑҫӗн кашни тапхӑрӗнче тумалла. Унсӑррӑн тӗрлӗ чир аталанма пултарать.

Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче прививка тума пуҫланӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри Управленийӗ ҫирӗплетнипе ҫак ӗҫе малалла тӑснӑ. Унччен пандемие пула пӗр вӑхӑт ачасене вакцинацилемен.  Ирхи 8-тан пуҫласа 18 сехетчен кунта пӗчӗккисене йышӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр 1 377 ашшӗ-амӑшӗ вакцинацирен ютшӑннӑ. Ҫакӑ ача пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ тухтӑрсем. Хӑш-пӗр инфекци чирне эмелпе те ҫӗнтерме пулмасть. Вӗсенчен профилактика прививки кӑна хӑтарма пултарать.

 

Алена Артемкина, Семен Антонов