Паянхи кун Чӑваш Енре ҫакнашкал 299 пациента шута илнӗ. Вӗсене республикӑри медицина реабилитацийӗн центрӗнче пулӑшу кӳреҫҫӗ.
Аутизмпа ҫуралакансен йышӗ ӳссе пынине шута илсе, хӑйсене ыттисенчен урӑхларах тытакан, хӑлхи илтменнипе аптракан икӗ ҫул тултарнӑ ачасене специалистсен ушкӑнӗ тӗрӗслет. Вӗсен эндокринологипе нерв тытӑмне тимлӗх уйӑраҫҫӗ, ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан чирсем пуррипе ҫуккине тӗпчеҫҫӗ. Ача аутист пулнине психологпа логопед ҫирӗплетеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн унпа уйрӑммӑн ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшне психологсем пулӑшаҫҫӗ.
Алена Артемкина, Владимир Синдеев