Елена Федорова медицинӑра 40 ҫул. Мӗн пӗчӗкренех сывлӑх сыхлавне туртӑннӑ вӑл. «Анне йывӑр чирлесе ӳкнӗ ҫул эпӗ 6-мӗш класраччӗ, пӗр вӗҫӗмсӗр ун ҫумӗнчеччӗ. Ҫемьере врач кирлех тесе Киров облаҫне вӗренме кайрӑм», - каласа парать Елена Борисовна. Вӑрнар больницинче ача-пӑча уйрӑмӗнче 5 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Малтикас Ялтӑрари фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.
Елена Борисовна виҫӗ ял халӑхӗн сывлӑхне тимлет - Малтикас Ялтӑра, Уйкас Ялтӑра тата Кӑмпал. Пурӗ 340 ҫын, вӑл шутра 65 ача. Район центрӗнчен ял 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ватӑсене час-часах тухса ҫӳреме чӑрмав.
Пӳлӗмсем ҫутӑ та хӑтлӑ. Вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Вӑл шутра дефибриллятор, ЭКГ тата кислород памалли хатӗрсем пур. Телемедицина меслечӗпе Шупашкарти тухтӑрсемпе те канашлама пулать. Кивӗ медпунктра кун пирки ӗмӗтленнӗ ҫеҫ. 30 ытла ҫул каялла хута янӑ ҫурт хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерме пултарайман.
Ҫурӑлнӑ стенасене темиҫе хутччен те сапланӑ, анчах та кӑлӑхах. Ҫӗнӗ ҫуртра текех юсав пирки шутламалла мар. Фельдшерпа акушер пунктне уҫма сумлӑ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ.
Малтикас Ялтӑрара вара пациентсене вырӑнти фельдшер ӑшӑ сӑмахпа ҫеҫ мар, илемлӗ чечексемпе те савӑнтарма хатӗр. Йӗри-тавра петуни, бархатцы тата ирис ешерет - кӑмӑла ҫӗклет. Ялшӑн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине палӑртрӗҫ пухӑннисем.
Вероника Павлова, Андрей Шоклев