Патӑрьелте район больницине тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ

Республикӑра кӑҫал 7 фельдшерпа акушер пункчӗ, 4 амбулатори тата пӗтӗмӗшлӗ практика врачӗн 2 уйрӑмне тумалла. Ҫавӑн пекех чылай больницӑра халӗ юсав пырать. Вӑл шутра Патӑрьелти тӗп больницӑра. 

Патӗрьелти поликлиника ҫуртне 1982 ҫулта хӑпартнӑ. Ӑна пӗрремӗш хут тӗпрен юсаҫҫӗ. Строительсем ӗҫе ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ, кӗркунне пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи ҫуртран кунта стенасене кӑна хӑвараҫҫӗ. Ыттине вара - канализаци, электричество, вентиляци, шыв тытӑмӗсене пӗтӗмпех ҫӗнетеҫҫӗ. Халӗ кивӗ урайа вистеҫҫӗ, унтан хальхи йышшине сараҫҫӗ, стенасене майлаҫҫӗ, алӑксем лартаҫҫӗ. Тул енчен стенасене ӑшӑ тытмалла тӑвӗҫ, ҫурт тӑррине те ҫӗнетӗҫ. Юсав пырать пулин те поликлиника ӗҫлеме пӑрахман. Тухтӑрсем пациентсене юнашар ҫуртра йышӑнаҫҫӗ.

Диана Иванова, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов