Патӑрьел районӗнчи шӑнкӑртамсен ялтах медицина пулӑшӑвӗ илме май пулӗ 

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кунта тухтӑр амбулаторийӗ тума пуҫланӑ. 

Ҫак хушӑра ӗҫ пӗр самантлӑх та чарӑнман. Строительство материалӗсен хакӗ ӳснӗ пулин те, рабочисем графикрен юлман. Ҫурт хатӗрпе пӗрех, ҫывӑх вӑхӑтра газ кӗртмелле. Малашне кунта халӑха пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, педиатр, гинеколог йышӑнӗҫ. Амбулаторире кӑнтӑрлахи стационар та ӗҫлӗ, ҫавӑнпа та район больницине ҫӳреме тивмӗ. Кунтах анализ илеҫҫӗ, чирлисене сиплеҫҫӗ.