Пандеми вӑхӑтӗнче больницӑсене волонтерсем пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ

Коронавирус алхаснӑ вӑхӑтра тухтӑрсен ӗҫ нумайланнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене волонтерсем пулӑшма васкаҫҫӗ. Шупашкарти иккӗмӗш больницӑра паянхи куна 26 ҫамрӑк практикӑра. 

Иккӗмӗш больницӑра волонтерсене пырса кӗрсенех курма пулать. Кунта медицина колледжӗнче вӗренекенсем килекенсен температурине виҫеҫҫӗ. Хӑйсем - хӳтӗлев тумӗпе. Кунне 4 сехет ҫапла ӗҫлеҫҫӗ.Тухтӑрсем волонтерсене ансат, ҫапах та яваплӑ ӗҫ шанса параҫҫӗ. Азам Абдурахмановпа Самир Шералиев Шупашкара чикӗ леш енчен вӗренме килнӗ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх университечӗн 6-мӗш курс студенчӗсем. Ирина Рахмина тухтӑра пулӑшаҫҫӗ. Татьяна Давыдована та, ытти студентсем пекех, нарӑс уйӑхӗнче кунта чӗнсе илнӗ. Хӑйне хушнӑ ӗҫе хӗр тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырать. Профессие тӗрӗс суйласа илнине ӑнланса илме пултартӑм,-тет. Тухтӑрсем те, пациентсем те ҫамрӑксене тав сӑмахӗ ҫеҫ калаҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Игорь Ульянов